

Суйлав кампанине 69 территори тата 3249 участокри суйлав комиссийĕсем хатĕрлеççĕ. Мĕнпур суйлав учатокĕсенче пурĕ республикăри 2 964 457 суйлавçă сасăламалла. Çав шутра «Мобиллĕ суйлавçă» сервис урлă та.
Суйлав процесне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тесе суйлав участокĕсенче 1512 стационарлă тата 1822 алăпа тĕрĕслемелли металлодетекторпа усă курĕç. Енчен те территори суйлав комиссийĕ вырнаçнă вырăнсенче электроэнерги сÿнсен, вĕсене генераторсемпе çутă парĕç. Муниципалитет администрацийĕсем йĕркеллĕ мар лару-тăрура (нештатная ситуация) суйлав валли урăх запас вырăнсемпе тивĕçтереççĕ.
РФ Патшалăх Думин депутачĕсене суйланă çĕрте видесăнавсемпе тата видеорегистрацисемпе усă курĕç.Çакăн валли Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ 1321 участокри суйлав комиссийĕ тата 69 территори суйлав комиссийĕ вырăнаçнă вырăнсене суйласа илнĕ. Ытти участоксенче видеорегистраторсем пулĕç.
Юрий СНЕГОПАД.