Урал сасси
+10 °С
Ясно
Политика
16 Сентября , 12:00

Владимир Путин Раççей çыннисене кирлĕ пĕлтерÿ тăвĕ

Çĕршыв пуçлăхĕ çывăх вăхăтра иртекен Патшалăх Думин суйлавĕ пирки ăнлантарса парĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Владимир Путин Раççей çыннисене кирлĕ пĕлтерÿ тăвĕВладимир Путин Раççей çыннисене кирлĕ пĕлтерÿ тăвĕ
Владимир Путин Раççей çыннисене кирлĕ пĕлтерÿ тăвĕ

Раççей Президенчĕ сентябрь уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче парламент суйлавĕ иртесси çинчен хăйĕн шухăшĕсемпе паллаштарĕ. Çакăн пирки унăн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков пĕлтернĕ.

Песков каланă тăрăх, телевидени урлă чĕнсе калани паян, сентябрĕн 16-мĕшĕнче,  Ĕпхÿ вăхăчĕпе 20.00 сехетре пулмалла.

Аса илтеретпĕр, Пĕрлĕхлĕ суйлав кунĕ çак уйăхăн виççĕмĕш  вырсарни кунĕнче, сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕ, иртет. Раççей парламенчĕн депутачĕсене суйланипе пĕрле эпир 28№ Кизиль округĕпе (хушма суйлав) тата Ĕпхÿ хула Канашĕн депутачĕсемшĕн сасăлăпăр. Çавăн пекех районсемпе ялсем шайĕнчи халăх тарçисене суйлăпăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов