Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Професси çынни
12 Нарӑсӑн , 09:45

Пушкăртстанăн ĕç министрĕ 19 çулхи хĕр-тракторист çинчен каласа панă

ПР Ĕç министерствин ертÿçи Ленара Иванова хăйĕн телеграм-каналĕнче Абзелил районĕнчи çамрăк тракторист çинчен çырса кăтартнă. Вун тăхăр çулхи Алина Галиуллина çак тăрăхри «Красная Башкирия» агропредприятинче вăй хурать. Хĕр профессине çын хистенипе е сĕннипе мар, хăй тĕллĕн суйласа илнĕ, мĕншĕн тесен çемьере ыттисем те çак ĕçре тăрăшаççĕ.

Пушкăртстанăн ĕç министрĕ 19 çулхи хĕр-тракторист çинчен каласа панă
Пушкăртстанăн ĕç министрĕ 19 çулхи хĕр-тракторист çинчен каласа панă

«Унăн  аслашшĕ, ашшĕ тата аслă пиччĕшĕ пултаруллă трактористсем. Баймакри колледжа вĕренсе пĕтерсен Алина ĕç министерствин ĕçпе тивĕçтерекен службăна çитнĕ, унта социаллă пулăшу паракан программăна хутшăнма кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Социаллă контракта алă пуснă май ĕçĕ те тупăннă. Паллах, ĕçе вырнаçнă хыççăн малтанхи уйăхсенче патшалăх енчен укçа-тенкĕ пулăшăвĕ те пулнă, - пĕлтернĕ министр.

«Красная Башкирия» ял хуçалăх предприятийĕнче хĕр иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа вăй хурать. Вăл хăйĕн ĕçне юратать, çуркунне çитессе кĕтет. Хальхи вăхăтра бригадăпа пĕрле техникăна çур акине хатĕрлет. Пĕртен-пĕр хĕре кунта ĕçтешĕсем упраççĕ, тимлĕх уйăраççĕ тата унăн ĕçри правурлăхĕпе çыпăçулăхне ырлаççĕ тесе палăртнă Ленара Иванова.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанăн ĕç министрĕ 19 çулхи хĕр-тракторист çинчен каласа панă
Пушкăртстанăн ĕç министрĕ 19 çулхи хĕр-тракторист çинчен каласа панă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: