Пур хыпар та
Професси çынни
27 Июнӗн 2025, 11:00

Пушкăртстанри летчик 572 çын пурнăçне çăлса хăварнă

Рустам Кутлуяров Кармаскалă тăрăхĕнчи Прибельский салинче 1969 çулта çуралнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл пилот пулма ĕмĕтленнĕ.

Пушкăртстанри летчик 572 çын пурнăçне çăлса хăварнă
Пушкăртстанри летчик 572 çын пурнăçне çăлса хăварнă

Рустам Кутлуяров авиаэскадрилья командирĕ пулнă, Таджикистан-Афганистан чиккисем урлă йывăр вĕçевсем йĕркеленĕ, аманнă тата чирлĕ çар çыннисене турттарнă.

2020 çултан пуçласа вăл Пушкăртстан Республиикин санитари авиацийĕнче ĕçлет. Пушкăртстан арĕ пĕтĕмĕшле 572 çын пурнăçне çăлса хăварнă. Вĕсене регионти медицина учрежденийĕсене самолетпа вăхăтлă илсе çитернĕ.

Кармаскалă летчикĕ пĕтĕмĕшле 4,5 пин ытла сехет вĕçнĕ, самолетăн пилĕк тĕрлĕ моделĕпе ĕçлесе курнă.

2025 çулхи февраль уйăхĕнче ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Рустам Кутлуярова Минигали Шаймуратов ячĕллĕ медальпе наградăланă.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас