Ольга Серафимовна вулавăшра 2007 çултанпа тăрăшать. Вăл йĕркелесе янипе библиотекăра пуян музей пур. Хăй каланă тăрăх, унта курма килекенсем чылай. Библиотекарь ĕçĕсĕр пуçне ялăн тата районăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнать. Ял хутлăх администраципе, Ветерансен канашĕн председателĕпе тачă çыхăнура ĕçлет. Ялта тĕрлĕ мероприятисем, субботниксем йĕркелесе ирттерессишĕн те вăлах яваплă. Çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитарлă пулăшу пухассине, маскировка сечĕсене çыхассине те илсе пырать. Сăмах май каласан, Ольга Патраеван ывăлĕ те СВОри çĕршыв хÿтĕлевçисен ретĕнче тăрать.
– Манăн ĕçе пысăк хак панишĕн чунтан савăнатăп. Чи лайăххисемпе тивĕçлисем хушшинче палăртни маншăн пысăк чыс шутланать. Ĕçе çÿллĕ шайра хакланишĕн пысăк тав тăватăп, – тесе çырнă Ольга Патраева Усăллă библиотекин социаллă сечĕсенче.
Эпир, «Урал сасси» ĕçченĕсем Ольга Серафимовнăна ПР Патшалăх Пухăвĕн - Курултайĕн председателĕ Константин Толкачев ятĕнчен Тав çырăвне тивĕçнишĕн ăшшăн саламлатпăр, малашне те обществăлла ĕçре хастар пулма çирĕп сывлăх сунатпăр.
Инга ВАСИЛЬЕВА.