Ăмăртакансен пултарулăхне Кармаскалă районĕнчи вĕренÿ пайĕн ертÿçин çумĕ Гузель Чингизова ертсе пыракан жюри йышĕ хак панă.
Професси ăсталăхĕн ăмăртăвне районти пĕлÿ çурчĕсенче вăй хуракан поварсемсĕр пуçне апатланушăн явап тытакансем те хастар хутшăннă.
Тивĕçлĕ кандидатсен хушшинче Тинĕскÿл шкулĕн поварĕ Людмила Иванова хатĕрленĕ апатсем куçа илĕртнĕ. Вăл илсе килнĕ апатсем чăваш хĕрарăмĕ чăн-чăн профессионал, креативлă (çĕнĕлле шухăшлакан) çын пулнине çирĕплетнĕ. Конкурсантсен ăсталăхне яваплă жюри хак панă пĕтĕмлетÿсем тăрăх, Людмила Георгиевна «Наци апачĕн ăстаçи» номинацинче палăрса Хисеп хучĕ илме тивĕçнĕ.
Крмаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.