Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Пуху
20 Июлӗн 2022, 10:00

Слакпуçĕнчи асăну паркне пĕрле йĕркелесчĕ

Хисеплĕ Слакпуç шкулне пĕтернисем, сиртен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен тата вырăнти вăрçăсен участникĕсен музейне туса пĕтерес тата Асăну паркне йĕркелес ĕçе вĕçлеме укçа пуçтарас ĕçре пулăшу ыйтатпăр.

Слакпуçĕнчи асăну паркне пĕрле йĕркелесчĕ
Слакпуçĕнчи асăну паркне пĕрле йĕркелесчĕ

Асăннă объектсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕн Николай Спиридонович Павловăн ывăлĕн Анатолий Николаевич Павловăн укçи-тенкипе хăпартаççĕ. Стройка ĕçĕсем 2021 çултах пуçланнă.
«Асра тытчăр» команда членĕсемпе ял çыннисем тăрăшнипе пулас парка йывăçсем лартнă. Анчах та кăçал строительство материалĕсем хаклăланса кайнине пула пуçланă ĕçе вĕçлеме укçа-тенкĕ çитмест. Объектсене вара Совет Союзĕн Геройĕ Николай Спиридоновичăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне, 2022 çулхи август уйăхĕн 25-мĕшĕнче, уçасшăнччĕ. Çав датăччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Уйăх ытларах çеç.
Пулăшма кăмăл тăвакансем укçи-тенкине Анатолий Николаевич Павловăн расчет счечĕ çине куçарма пултараççĕ. Ăна унăн телефон номерĕпе 8-963-779-02-06 çыхăнтарнă.
Каярахпа ял историйĕ çинчен кĕнеке те кăларма палăртнă. Унта вара çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизм воспитанийĕ парас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ объекта хута ярас тесе вăй çитнĕ таран пулăшу панисен ячĕсене те кĕртĕç. Пархатарлă ĕç туса хамăр хыççăн ырă ят хăварар.
Маргарита ГРИГОРЬЕВА,
«Асра тытчăр» проект хастарĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: