Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пуху
14 Ноябрӗн 2023, 12:30

Уралçум филиалне Игорь Петров ертсе пырĕ

Ноябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Ĕпхÿри П.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче Чăваш наци ăслăлăхĕпе ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн пухăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне 15 ăсчах хутшăнчĕ.

Уралçум филиалне Игорь Петров ертсе пырĕ
Уралçум филиалне Игорь Петров ертсе пырĕ

Малтанах пухăннă тĕпчевçĕсен кăмăлне çĕклеме «Нарспи» чăваш халăх фольклорпа этнографи ансамблĕ «Кĕр сăри» йăли-йĕркисене кăтартса пачĕ. Ун хыççăн академиксем кун йĕркинчи ыйтусем çине куçрĕç.
Маларах июль уйăхĕнче пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Иван Тарасов юлташ академин Уралçумĕн филиалне ертсе пычĕ. Халĕ пушаннă вырăна çĕнĕ пуçлăх суйлас ыйту пиçсе çитнĕ. Çавăнпа та пухăннисем çак пĕлтерĕшлĕ ыйтăва чăн малтан татса пачĕç. Пурте пĕр саслăн пулса Игорь Петров кандидатуришĕн сасăларĕç. Игорь Георгиевич ăслăлăх ĕçĕнче çĕнĕ çын мар, вăл истори наукисен кандидачĕ, паянхи кунччен Уралçум филиалĕн ертÿçин çумĕ пулнă.
Çавăн пекех пухура Гурий Комиссаров (Вантер) ăсчаха, вĕрентекене, общество деятельне 140 çул çитнĕ май кĕнеке кăларассипе, Чăваш наци академин Уралçум филиалĕн йышне çĕнетессипе, взнос укçи-тенкине мĕнле тата ăçта тăкакланипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç. Вĕсемпе малтан филиалăн председателĕ Игорь Петров паллаштарчĕ. Николай Васильевпа Иван Ефимов (Авăркас районĕ), Мударис Сафинпа Вячеслав Ерохин (Çтерлĕ хули), Ирина Сухаревапа Игорь Максимов сÿтсе явас ĕçе хутшăнчĕç.
Пуху вĕçĕнче ăсчахсем Леонид Наумов ял хуçалăх наукисен кандидачĕн 2022-2023 çулсенче кун çути курнă ĕçĕсен хăтлавĕпе паллашрĕç.
Юрий НИКОЛАЕВ. Ĕпхÿ хули.

Уралçум филиалне Игорь Петров ертсе пырĕ
Уралçум филиалне Игорь Петров ертсе пырĕ
Уралçум филиалне Игорь Петров ертсе пырĕ
Уралçум филиалне Игорь Петров ертсе пырĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: