Урал сасси
+5 °С
Облачно
Пуху
3 Декабря 2024, 07:35

Ăслăлăх ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ

Çулталăк вĕçленсе пынă май кашниех пĕтĕмлетÿсем тăвать, тепĕр çула валли тĕллевсем лартать. Обществăлла организацисем те çак йĕркепех пурăнаççĕ – отчетлă пухусем ирттереççĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Ăслăлăх ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕĂслăлăх ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ
Ăслăлăх ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ

Ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Наци вулавăшĕнче Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн (ЧНАНИ) çулталăкри пухăвĕ иртнĕ. Унта академи филиалĕсен представителĕсем хутшăннă. Пухăва ЧНАНИ президенчĕ Евгений Ерагин уçнă.
Çак кунхине академине çĕнĕ пайташсем те хутшăннă. Вĕсен шутĕнче Пушкăртстан тата Чăваш республикисен хисеплĕ таврапĕлÿçи, ПР тата ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Юрий Леонтьев пулни уйрăмах савăнтарать. Сăмах май, Пушкăртстан делегацийĕ пухăва ушкăнпа кайнă. Унăн йышĕнче истори наукисен докторĕ Ирина Сухарева, истори наукисен кандидачĕ Игорь Петров пулнă.
ЧНАНИ ĕçне Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн вице-президенчĕ Николай Лукианов тишкернĕ. Вăл академипе унăн ĕç-хĕлĕн пĕлтерĕшне палăртнă, вĕрентÿ системинчи чĕлхе ыйтăвне хускатнă. Пĕтĕмĕшле пуху тухăçлă та ĕçлĕ лару-тăрура иртнĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА. Шупашкар хули.

Автор:Ирида Матниязова