Урал сасси
+20 °С
Облачно
Пуху
19 Июля 2025, 12:00

Шупашкарта чăваш çыравçисен черетсĕр пухăвĕ иртнĕ

Июль уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен пухӑвĕ хăйĕн пайташĕсене пухнă. Ку вӑл Профессиллӗ ҫыравҫӑсен союзӗн черетсӗр ларӑвӗ пулнӑ.

Шупашкарта чăваш çыравçисен черетсĕр пухăвĕ иртнĕШупашкарта чăваш çыравçисен черетсĕр пухăвĕ иртнĕ
Шупашкарта чăваш çыравçисен черетсĕр пухăвĕ иртнĕ

Малашне ҫав пӗрлешӳ Раҫҫейри Писательсен союзĕн регионти уйрӑмӗ шутланӗ. Ҫавна май Устава та улшӑну кӗртнӗ. Союза малтанхи пекех чăваш халӑх писателӗ Сергей Павлов ертсе пырӗ. Ҫӗнетнӗ правление Улькка Эльмен, Елен Нарпи, Ольга Федорова, Дмитрий Суслин прозаиксем, Светлана Гордеева поэт, Виталий Родионов литературовед кӗнӗ.

Ревизи комиссийӗнче - халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, Зоя Сывлӑмпи тата Галина Кӗмӗл сӑвӑҫсем.

Хастар ӗҫленӗшӗн Союзӑн Хисеп грамотипе Валерий Голева, Ольга Сивея, Зоя Сывлӑмпие чысланӑ.

Редакцирен. Шел пулин те Пушкăртстанран асăннă форума пĕр писатель те хутшăнайман. 

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас