Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Пултарулăх каçĕ
18 Августӑн , 12:55

Шурă Шупашкар Ирина Сухарева ăсчах-композитора чысланă

Ĕнер, август уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Шупашкарта Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче Ирина Сухарева (Саригель) истори наукисен докторĕн, профессорăн, çĕр ытла сăвва юрра хывнă композиторăн тата юрăçăн, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçин «Манăн пурнăç утăмĕсем… Вĕсенче пурнăç тытăмĕн тĕнчекурăмĕ» юбилейлă пултарулăх каçĕ иртнĕ.

Шурă Шупашкар Ирина Сухарева ăсчах-композитора чысланă
Шурă Шупашкар Ирина Сухарева ăсчах-композитора чысланă

Мероприятине çÿллĕ шайра йĕркеленине палăртмалла. Ăна «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанин ĕçченĕсем Ирина Лампасовапа Владимир Тимофеев ертсе пынă. Ирина Витальевнăна хисеп тума чылай сумлă çынсем килнĕ, ытларах Шупашкартан. Пултаруллă ентеше Пушкăртстанра çуралнă, хальхи вăхăтра Мускавра пурăнакан РФ Патшалăх Думи депутачĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, Чăваш Республикинчи ăслăлăх тата ÿнер наци академийĕн ăслăлăх секретарĕ Елизавета Долгова, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ Дмитрий Егоров, Раиса Сарпипе Светлана Асамат чăваш халăх поэчĕсем, Лидия Филиппова çыравçă, Тимĕр Акташ журналист тата ыттисем саламланă. Çавăн пекех юбилей каçĕнче Казахстанпа Азербайджанран килнĕ делегацисем пулнă. Вĕсем те пирĕн пултаруллă ентеше ырлăх-сывлăх, ăнăçу тата телей суннă.

Паллах, Пушкăртстан Республики те (тĕрĕсрех унта çуралса ÿснисем) хăйĕн мухтавлă хĕрне чыс тунă. Уяв сцени çине ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕ, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ Юрий Виноградов чĕлхеçĕ, Чăваш наци ăслăлăх тата ÿнер академин пайташĕ Иван Ефимов, Чăваш халăх артисчĕ, Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артичĕ Елена Шурту тухса чĕрене пырса тивмелли ăшă та кăмăллă сăмахсем каланă, Ирина Витальевнăн ĕçри çитĕнĕвĕсемшĕн савăнса мăнаçланнине пĕлтернĕ.

Виçĕ сехете яхăн тăсăлнă юбилей каçне ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Роза Степенова, Андрей Емельянов эстрада юрăçи (Самара хули), ЧР халăх артисчĕ Елена Шурту  тата юбиляр хăй юррисемпе илем кÿнĕ. Çавăн пекех Ирина Сухарева ăсчах-композиторăн ĕçĕсенчен йĕркеленĕ пысăках мар курав стенчĕ те чылайăшсене кăсăклантарнă, хăй патне туртнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: