+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Чиркÿ Уставĕ тăрăх мăсăльмансене православи храмĕсене кĕрсе çÿреме чарман. Анчах та сирĕн çакна шута илмелле: чиркÿре православи тĕнне йышăннă çынсене çеç хутшăнма ирĕк паракан Вăрттăнлăхсем (Таинства) иртеççĕ. Мăсăльман çынни чиркĕве кĕлĕ пынă чух кĕрсе итлеме пултарать, анчах та «изыдите оглашенные!» сăмахсем хыççăн ытти тĕн çыннисем тата тĕне кĕменнисем чиркÿрен тухса каймалла. Е тата кĕлĕ пыман чух чиркĕве кĕрсе хăвăн сăмахусемпе кĕл тума, çурта лартма та юрать.