

- Эс мĕн, клухуй-им? Хăлхуна сухăр тулнă-им? Мĕншĕн шарламастăн? - вăл тĕпелти вырăн çинче саркаланса выртакан Анна патне çывăхрах пычĕ.
Унтан месерле шăп выртакан Аннăна аллинчен карт! туртрĕ. Лешĕ хăранипе шарт! сиксе вăранса кайрĕ.
- Эс мĕн хăтланатăн, шуйттан карчăкки? Мĕн пустуйран мана туртатăн? Хăратсах пăрахрăн вĕт, - кăшкăрса ячĕ ват кушак пек лăпкă кăна çывăракан Анна.
- Ара, лăплан-ха. Эпĕ пĕртте начар тăвасшăн марччĕ. Сана, ухмаха, вилнĕ пуль тесе хăрарăм. Урама тухмастăн, качакуна халĕ те кăкарман. Вăл урамри мĕнпур выльăх-чĕрлĕхе хăратса мĕкĕрет. Кĕçех çичĕ сехет çитет вĕт. Мĕн кушак аçи пек мăшлаттарса выртатăн? Хальччен çывăрма намăс мар-и? Тăр! – парăнмарĕ Елен.
- Вăт мана ухмах тетĕн эсĕ, Елен, ху вара тăмсайран та тăмсай, - ерипен, васкамасăр вырăн çинче хускалса урисене урайне антарчĕ хĕрарăм. – Эс хамăр президентăн юлашки хушăвне илтнĕ-и? Телевизорпа каларĕç. Илтмен пулсан, тен, хаçатра вуланă. Ĕнер аллунта тытса ларнине хам куртăм.
- Мĕнле хушу? Мĕн хушнă вăл сана? Кунĕпе çывăрма-и, качакуна выçă усрама-и? Ха-ха-ха: кулса вилетĕп. Çĕршыв пуçлăхĕ ятарласа сан валли, шуйттан шăтăкĕнче пурăнакан хăйттă-хайттă карчăк валли, хушу кăларнă иккен? Çавна тата телевизорпа кăтартнă е эп юратнă хаçатра çырнă тесе суясшăн-и? Эп от строчки до строчки вуланă ăна. Сан пирки пĕр сăмах та çукчĕ унта. Ятунти пĕр сас паллине те аса илменччĕ, – татса хучĕ Елен.
- Эс хăвна ăслă тетĕн, хаçат вулатăн, анчах сăмах сиктерсе кăна вулатăн пулмалла çав. Унта шурă çине хурапа çырнă: «Президент çынсене 80 çула çитиччен пурăнма хушнă» тесе. Вăт эп ун хушăвне пурнăçлама тытăнтăм. Артистсем çапла калаççĕ тет: «Нумай пурăнас, сывлăх çирĕп пултăр тесен тăраниччен çывăрмалла». Эпир санпа мĕн тăватпăр? Ирпе виçĕ-тăватă сехетре тăрса ларатпăр. Кунĕпе чикеленсе каясла ĕçлетпĕр. Коммунистсем вăхăтĕнче «пилĕкçуллăха виçĕ çулта» тесе плана маларах тултарас тесе тăрăшрăмăр. Пирĕн çав йăлана малалла тăсмалла, юлташăм. Сакăр вуннине эпир кĕçех çитетпĕр-ха. Тăхăр вунна çитесчĕ! Ирпе çутăлнă-çутăлман тăрсан, каçпа сĕм çĕрле пулсан кăна выртсан, колорада нăррисемпе кĕрешсе наркăмăшлансан, эпир, кума, ниепле те тăхăр вунна çитейместпĕр. Турă ан хуштăр, кун пек президентăн хушăвне те пурнăçлаймастпăр. Качаку витере вуннăччен тăтăр, хамăрăн çывăрса тăранас! – вĕçлерĕ хĕрÿллĕ монологне Анна.
Илтни-курнипе тĕлĕннĕ Еленăн çăварĕ ку вăхăтра хупланмарĕ. Вăл Аннăна курак чĕппи пек çăварне карса итлерĕ.
- Мĕн çăварна карса тăратăн? Эс паян миçере тăтăн-ха? – ниепле те чарăнаймарĕ Анна.
- Эп яланхилле, кăвак çутăлла сиксе тăтăм. Президент мана нимĕн те хушманччĕ те, пĕлмерĕм. Малашне эпĕ те çапла тăвăп-ха, - терĕ Елен.
- Ку кăна мар-ха, кума. Пурнăç тăршшĕне тăсас тесе вăл сывă пурнăç йĕркине те пăхăнма хушать. Ирпе физзарядка тумалла. Эс çуралнăранпа çавна туса курнă-и? Курман. Эппин, малашне тума тиветех. Качакуна кăкарнă чухне патакне çĕре урупа тапса мар, мăлатукпа шаккаса кĕрт. Пулчĕ те сана зарядка. Эп те çапла тăвăп-ха, - тăсрĕ Анна сăмахне. Унтан сассине кăштах чакарчĕ те такам илтесрен хăранă пек шăппăн хушса хучĕ:
- Ват пуçăмпа веçех ăнланаймарăм та, пенси çулне те çынсемшĕн тăрăшсах ÿстернĕ тет. Ĕçлеччĕр, ĕçлесен çын вилмест тет. Тата пирĕн тăтăшах «Диспансеризаци» иртмелле. Сăмахне ăнлансах пĕтеймерĕм те – ну лайăх япала пек туйăнать, ют çĕршыв сăмахĕ. Кунсăр пуçне, Елен, малашне тухтăрсен пирĕнпе вашават пулмалла, пире лайăх пăхмалла тесе каларĕ. Ыранах, çук, паянах кун пирки ялти фельдшера кайса калатăп-ха. Атту вăл хăш чухне пирĕнпе калаçасшăн та мар, сăмсине пăрать. «Опет та опет», - тет. Хăй вара чирлĕ çынна пăхас вырăнне çавăнта апат çисе ларать.
Тăрук вăраннă Анна тата темĕн пакăлтатса юлчĕ. Анчах Еленăн юлташне урăх итлес килмерĕ. Вăл Аннăна пĕр пÿрнине тăнлавĕ патĕнче çавăрса кăтартрĕ те пуçне каçăртса, алăри туйипе шаклаттарса килĕнчен тухса утрĕ. Лăпланма йывăр пулчĕ ăна паян.
- Вăт, тамаша карчăкки. Эп ăна тарăхса урамра иртенпе кĕтетĕп. Вăл президент хушăвне пурнăçласа выртать иккен. Кума тет, юлташ тет… Хăй мана президент хушăвĕ пирки те каламасть. Эпĕ те çывăрнă пулăттăм апла. Хушнă-тăк, пĕр Аннăна кăна мар, пурне те хушнă пуль. Мĕнпур япалана та вăрттăн тума юратать çав вăл. Ав, хушăва та пĕччен вăрттăн пурнăçласа выртать. Эп те ухмах мар, ыранах вуннăччен çывăратăп, - хăйпе-хăй калаçса пычĕ Елен килĕ умне çитиччен.
Тепĕр кунне Аннăн качаки пĕччен кăшкăрмарĕ, ăна юлташ тупăнчĕ.
Елена МУСТАЕВА.
Чĕмпĕр хули.