Унăн тĕп тĕллевĕ Раççейри Çемье çулталăкĕнче ачасене классика тата хамăр çĕршыври хальхи литературăна вулаттарса çемьери вулав шайне çĕклесси пулса тăрать.
Конкурс икĕ номинаципе иртет: «Проза» тата «Поэзи». Унта хутшăнас тесен çемьери тĕрлĕ ăрури çынсемпе (ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ тата ачасем) пĕрле вырăсла хайлав вуланине кăтартса паракан видеоролик ÿкермелле. Ун хыççăн «Хочу читать» сайтра заявка тăратмалла. Ĕçсене июнь уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене кăçалхи ноябрь уйăхĕнче палăртаççĕ.
Конкурс йĕркелÿçисем РФ Цифра аталанăвĕ, çыхăну тата массăлла коммуникаци министерстви, РФ Культура министерстви, РФ Çутĕç министерстви, Раççейри патшалăх ача-пăча библиотеки тĕрев панипе Культура, ÿнер тата çутĕç ĕçченĕсен «Вулакана çитĕнтеретпĕр» ачасене вулама явăçтарассипе ĕçлекен ассоциацийĕ, Раççейри кĕнеке саракансен ассоциацийĕ, Раççейри кĕнеке союзĕ, Пĕтĕм Раççейри «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» («Движение первых») ачасемпе çамрăксен юхăмĕ шутланаççĕ.
Конкурс ÿсĕмĕ 0 +.
Юрий СНЕГОПАД.
Сăн ÿкерчĕкпе Раççейри патшалăх ача-пăча библиотеки тивĕçтернĕ.