Ăрусен çыхăнăвĕ
14 Августӑн 2024, 04:40

Чăваш тĕнчине путнă май

Нумай пулмасть общество деятелĕ Анатолий Ефремов чăваш хастарĕ Кумертау хулинчи Ача-пăча пултарулăх центрĕнче мероприяти йĕркеленĕ.

Чăваш тĕнчине путнă майЧăваш тĕнчине путнă май
Чăваш тĕнчине путнă май

Унта шкул вĕренекенĕсемпе сывлăх енчен тулли пурнăçпа пурăнайман ачасем хутшăннă. Вĕсем Анатолий Николаевич каласа панине хавхаланса итленĕ, ыйтусем панă, пĕрле сăн ÿкерчĕксем тунă.

Анатолий Ефремов нумай çул хушши çут ĕç ĕçне илсе пырать. Куçса çÿрекен куравпа республикăн чылай кĕтесне (уйрăмах кăнтăр енче), Раççейĕн чылай регионне çитнĕ. Чăваш хастарĕ Куюргазă районĕнчи Кривле ялĕнче пурăнать. Кÿршĕре вырнаçнă Кумертау хулинче вара пĕрре мар пулнă. Куюргазă тăрăхĕнче пурăнакансем те курав экспоначĕсемпе паллашнă.

Анатолий Николаевич кашнинчех тĕлпулăва килнĕ çынсене интереслĕ те пĕлÿ паракан материалсемпе паллаштарать. Чăваш халăхĕн историне тарăн пĕлекен сăмах ăсти пулнă май, вăл куракан-итлекенсене чĕрĕ те çĕкленÿллĕ кăмăлпа илĕртме пултарать.

Куюргазă районĕнче чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене упраса, вĕсене çамрăк ăрăва парса хăварма тăрăшакан пысăк чун-чĕреллĕ çын пирĕн хушăра пурăнни пире, Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсене, савăнтарать.      

Чăваш тĕнчине путнă май
Чăваш тĕнчине путнă май
Чăваш тĕнчине путнă май
Чăваш тĕнчине путнă май
Чăваш тĕнчине путнă май
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас