Ăрусен çыхăнăвĕ
16 Января , 11:00

Истори чĕрĕлнĕ вăхăт

Январь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Давлекан хулинчи Тĕп лапамра тĕрлĕ ăрăва пĕрлештерекен «Шэжэрэ байрам» иртнĕ. Ăна Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалласа йĕркеленĕ.

Истори чĕрĕлнĕ вăхăтИстори чĕрĕлнĕ вăхăт
Истори чĕрĕлнĕ вăхăт

Илемлĕ сцена çинче пилĕк культура тĕл пулнă: Дюртюли салинчи Мавлияровсен çемйи (пушкăрт), Аюхановăри Хайруллинсем (тутар), Рассвет салинчен килнĕ Родинсем (вырăс), Канчăлав ялĕнчи Кузьминсем (чăваш) тата Хотимляри Наталья Васильева (мăшкă).

Кашни çемье пухăннисене хăйĕн йăх-несĕл тымарĕпе паллаштарнă, ăру-тăванлăх йывăççи хатĕрленĕ, курава наци тумĕсем тăратнă, тăван халăхĕн наци апатне пĕçерсе килнĕ, çавăн пекех йăла-йĕркесене те аса илнĕ.

Йĕркелÿçĕсем «Шэжэрэ байрам» мероприятие хутшăнакансене Дипломсемпе сертификатсем парса чысланă.

Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Давлекан хули.

Истори чĕрĕлнĕ вăхăт
Истори чĕрĕлнĕ вăхăт
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас