Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Семинар
9 Июлӗн 2022, 09:40

Хурт-хăмăр ăстисем кăçал пыл сахалрах пулассине асăрхаттараççĕ

 Пушкăртстанра сивĕ çуркуннене, май уйăхĕнчи çумăрсене тата июньти ăшă мар çанталăк условийĕсене пула пыл пухса илесси кая юлса пырать. Çавна пулах хурт-хăмăр ăстисем кăçал пыл виçи те сахалрах пулассине пĕлтереççĕ.

Хурт-хăмăр ăстисем кăçал пыл сахалрах пулассине асăрхаттараççĕ
Хурт-хăмăр ăстисем кăçал пыл сахалрах пулассине асăрхаттараççĕ

- Пыл паракан ÿсентăрансем çеçкене ларасси 10-15 кун кая юлса пырать. Унсăр пуçне вĕлле хурчĕсене хĕл каçма та çăмăл пулмарĕ, хăш пĕр хурт çемйисем вилни те пулнă. Вăраха тăсăлса кайнă çуркунне, çумăрлă май уйăхĕ, сивĕ июнь пыл пухса илесси çине начар витĕм кÿресси куç умĕнче,- тесе пĕлтернĕ Чишма районĕнчи хурт-хăмăр ăстисен обществин председаделĕ Рафаэль Валеев.

Çак кунсенче Чишма районĕнче иртнĕ хурт-хăмăр ăстисен семинарĕнче кăçалхи çуллан хăйне евĕр сĕмĕсем тата утарсенчи вĕлле хурчĕсен ăратлăхне ÿстересси çичен калаçнă. Унта республикăри мĕнпур специалистсене пухнă.

- Çакăн пек тĕлпулăва тахçанах йĕркелемелле пулнă. Хурт-хăмăр ăстисем вĕлле хурчĕсене модульсемпе пĕр вырăнтан тĕпĕр вырăна мĕнле куçармаллине, ама хуртсемпе мĕнле усă курмаллине сÿтсе яврĕç. Районăн тĕп агрономĕ утарçăсене районти хирсен карттипе паллаштарчĕ, ăçта мĕнле пыл паракан культура ÿсни çинче чарăнса тăчĕ. Çакă пире хуртсене пĕр вырăнтан тĕпĕр вырăна куçарнă чухне ятарлă план тума май парать, - ăнлантарса панă Рафаэль Валеев.

Семинарта çавăн пекех практика вĕрентĕвне те йĕркеленĕ. Вăл пĕр хурт-хăмар ăстин утарĕнче иртнĕ. Вĕлле хурчĕсемпе тин çеç ĕçлеме пуçлакансем тĕрлĕ ыйтусем пама пултарнă. Вĕсем ытларах утарта вăхăтра тата тĕрĕс те пĕлсе тумалли ĕçсемпе çыхăннă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: