

Шăпах çак аслă пуху вăхăтĕнче Раççейри Журналистсен союзĕн председателĕ Владимир Соловьев Пушкăртстан Пуçлăхне Радий Хабирова «Профессиллĕ пĕрлĕх умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» сумлă палла парса чысларĕ. Çак сĕнÿпе Мускава регионти Журналистсен союзĕ тухнă пулнă.
«Паян эпĕ çак наградăна Раççейри Журналистсен секретариачĕ йышăннипе Пушкăртстанри журналистсен ятĕнчен сире Радий Фаритович парасшăн, - терĕ Владимир Соловьев чыслав церемонийĕ вăхăтĕнче.
Çавăн пекех хисеплĕ паллăпа пĕрле Мускав хăни Радий Хабирова сăн ÿкерчĕксен пуххине парнелерĕ.
«Эсир Анвар Ганеева лайăх пĕлме тивĕç. Вăл манăн тус-юлташ, эпир унпа аслă шкулта пĕрле вĕреннĕ, халĕ РФ Журналистсен союзĕнче ĕçлет. Нумаях пулмасть хăйĕн архивĕнче вăл çак сăн ÿкерчĕксене шыраса тупнă, унта эсир çамрăх чухне, стройотрядра. Вăл çак коллажа сире пама ыйтрĕ – сире çав вăхăтсене аса илтерме», - хушса хучĕ В. Соловьев председатель.
Юрий СНЕГОПАД.