Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăшă йĕркесем
26 Нарӑсӑн , 12:00

Чыс та мухтав чăваш каччине

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен çитĕнĕвĕ чылай чухне тылри çывăх çынсен, власть тытăмĕсен, ĕç коллективĕсемпе обществăлла пĕрлĕхсен пулăшăвĕнчен те нумай килет. Икĕ çул хушшинче пирĕн республика вăрçă хирне 113 гуманитари конвойĕ ăсатнă, ку  кашни эрнере пĕрер пулать.

Чыс та мухтав чăваш каччине
Чыс та мухтав чăваш каччине

Паллах, çак ĕçре уйрăм çынсен тăрăшуллăхĕпе пуçарулăхне те палăртмалла. Вĕсен шутĕнче Иглин районĕнче пурăнакан Николай Исаев чăваш хастарне кĕртмелле. Вăл районти çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă ветерансен союзĕн председателĕ пулнă май пĕрре мар пулăшу конвойне йĕркелес тата ăна вырăна илсе çитерес ĕçе хутшăннă. Нумаях пулмасть тăрăшуллăхпа пуçаруллăхшăн ăна РФ Оборона министерствин «Ятарлă çар операцине пулăшнăшăн» медаль парса чысланă. Çак наградăна Николай Юрьевич Иглин район администраци пуçлăхĕн Гюзель Насырован аллинчен илме тивĕçнĕ.

Сăмах май, Николай Исаев районти чăваш культура обществине те ертсе пырать. Пушкăртстанри чăваш культура обществин ертÿçи Юрий Михайлов савăнăçлă хыпар пирки кĕскен çапларах ăнлантарса панă: «Эпир пирĕн хушăра çакăн пек маттур та хастар каччă пуррипе мăнаçланатпăр. Чыс та мухтав ăна»,- тенĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Чыс та мухтав чăваш каччине
Чыс та мухтав чăваш каччине
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: