Пур хыпар та
Ăшă йĕркесем
30 Кӑрлач , 12:00

СВО паттăрĕ шкул ачисене йĕлтĕр парнеленĕ

Баймак районĕнчи Верхнеяикбаево салинчи шкулта вĕренекен ачасем ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăртан çĕнĕ йĕлтĕрсем илнĕ. Çакăн пирки муниципалитет администрацийĕ пĕлтернĕ.

СВО паттăрĕ шкул ачисене йĕлтĕр парнеленĕ
СВО паттăрĕ шкул ачисене йĕлтĕр парнеленĕ

«Пирĕн паттăр хăй вăхăтĕнче çак шкулта вĕреннĕ, яланах ăна пулăшма ĕмĕтленнĕ. Вăл паттăр салтак кăна мар, ырă çын. Тĕлĕнмелле, салтаксем вăхăчĕсем çуккине пăхмасăр ырă ĕçсем тума мехел çитереççĕ. Ачасем парнесемшĕн калама çук савăнаççĕ», - тесе пĕлтернĕ районăн официаллă социаллă сечĕсенче.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: