

Пĕр-пĕрне юратакан çамрăксем çулталăк каялла «Самурай» мăшăр кĕрешÿ (единоборство) академинче тĕл пулнă. Хĕр кунта джиу-джитсу енĕпе (Яппун çапăçу искусстви) ăсталăха туптанă, унăн пулас мăшăрĕ вара тренер пулса ĕçленĕ.
«Спортри хаяр вĕрентекен мана малтанхи кунранах килĕшрĕ. Вăл та ман çине ăшшăн пăхрĕ, çапла эпир тĕл пулма пуçларăмăр. Никита хăйĕн мăшăрĕ пулма сĕнни романтикăлла пулса тухрĕ. Апрель уйăхĕнче эпир Камчаткăра çул çÿревре пултăмăр. Унта вăйлă çил-тăвăл тухса кайрĕ, шăпах çак вăхăтра вăл мана ытакласа илчĕ те шăппăн мăшăр пулма ыйтрĕ. Паллах, эпĕ килĕшрĕм», - пĕлтернĕ Екатерина.
ЗАГСра иртнĕ мăшăрлану церемонине Никитăпа Екатеринан тăванĕсемпе çывăх сыннисем те кимоносем тăхăнса килнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.