Спорт
14 Мая 2022, 11:15

Радий Хабиров çамрăк чухне кĕрешÿре çĕнсе илнĕ тĕлĕнмелле парне çинчен каласа панă.

«Баймакра кавир çинче кĕрешÿçĕсене курсан, 1981 çула аса илтĕм. Эпĕ ун чухне Ишимбай районĕнчи сабантуйра така выляса илнĕччĕ», - тесе çырнă социллă сетьсенче республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров, çавăнтах хайĕн сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнă.

Радий Хабиров çамрăк чухне кĕрешÿре çĕнсе илнĕ тĕлĕнмелле парне çинчен каласа панă.Радий Хабиров çамрăк чухне кĕрешÿре çĕнсе илнĕ тĕлĕнмелле парне çинчен каласа панă.
Радий Хабиров çамрăк чухне кĕрешÿре çĕнсе илнĕ тĕлĕнмелле парне çинчен каласа панă.

Аса илтеретпĕр, паян Баймакра «Урал леш енчи обществăлла пуçарусен союзĕн» призне çĕнсе илессишĕн курэш енĕпе уçă турнир иртет. Ăна Ильшат Гумеров кĕрешÿçĕ-тренера асра тытса йĕркеленĕ. Унта Урал леш енчи районсен пĕрлештернĕ тата республикăри ытти муниципалитетсен темиçе команди хутшăнать. Ăмăртăва йĕркелекенсем турнирăн тĕп тĕллевĕ çамрăксене патриотла воспитани парасси, вĕсем хушшинче сывлăхлă пурнăç йĕркине пропагандăласси тата вăйлă та çирĕп спортсменсене тупса палăртасси тесе шутлаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас