Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
31 Кӑрлач 2023, 11:15

Йĕлтĕрпе чупса тата ухăпа персе палăрнисем

Январь уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче Белорецк хулинче ачери-биатлонпа (йĕлтĕрпе чупасси тата ухăпа тĕл пересси) Пушкăртстан Республикин ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта виçĕ ÿсĕмри 70 спортсмен хутшăннă. Ăмăрту виçĕ кун (ачери-чупăшу, хутăш эстафета, ачери-спринт) пынă.

Йĕлтĕрпе чупса тата  ухăпа персе палăрнисем
Йĕлтĕрпе чупса тата ухăпа персе палăрнисем

Пĕрремĕш кунра ачери-чупăшура (ухăпа персе лектереймесен пĕр минут штраф хушаççĕ) 12-13 çулхисем хушшинче Пелепей хулинчи Ева Убайдуллаева I вырăн, Святослав Белюшин II вырăн йышăннă. Иккĕмĕш кунĕнче те ачасем пĕрремĕш вырăнсемпе савăнтарнă.
Аслă ушкăнри ачасем виççĕмĕш кунра ачери-спринтра (персе лектереймесен штраф çаврăмĕ йĕлтĕрпе чупмалла) парнеллĕ вырăнсем йышăннă. Юлия Ямалетдинова (спорт мастерĕн кандидачĕ, ПР тата РФ хутăш ушкăнăн членĕ) I вырăн, Данил Федоров (спорт мастерĕн кандидачĕ, ПР тата РФ хутăш ушкăнăн членĕ) III вырăн йышăннă. Юлийăпа Данила Пушкăртстан Республикин хутăш ушкăнне кĕртнĕ, вĕсем Раççей шайĕнчи ăмăртура республика чысне хÿтĕлĕç.
Данил Федоров Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕн каччи. Унăн 12 çулхи Дарина йăмăкĕ (сăн ÿкерчĕкре) пиччĕшĕнчен пĕрре те юлмасть. 2023 çулхи январь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Ĕпхÿри М.Гафури ячĕллĕ культура тата кану паркĕнче 2007-2013 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинче Ĕпхÿ хулин уçă ăмăртăвĕн кубокне çĕнсе илессишĕн пынă кĕрешĕвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Вăл 1 çухрăм йĕлтĕрпе чупмалли ăмăртура I вырăн çĕнсе илнĕ. Тата январь уйăхĕн 18-22-мĕшĕсенче Белорецк районĕнчи Абзаково ялĕнче Анна Богалий ячĕллĕ Кубокăн Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен çамрăк биатлонистсен уçă ăмăртăвне хутшăннă. Унта Раççей Федерацин 29 субъектĕнчен 532 спортсмен килнĕ. Хальллĕхе хĕр ача вырăн йышăнман пулсан та ку уншăн пысăк çитĕнÿ.
Хаçата пичете хатĕрленĕ чух Дарина Федорова 2023 çулхи январь уйăхĕн 28-29-мĕшĕсенче Ĕпхÿри М. Гафури ячĕллĕ культура тата кану паркĕнче 2007-2012 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинче Ĕпхÿ хулин уçă ăмăртăвĕн кубокне çĕнсе илессишĕн пынă кĕрешĕвĕн 2-мĕш тапхăрне хутшăнни çинчен редакцие хыпар çитрĕ. Пултаруллă çамрăк спортсменка хăйĕн ÿсĕмĕнчи хĕр ачасем хушшинче 1,5 çухрăма йĕлтĕрпе ирĕклĕ йĕркепе чупса I вырăн йышăннă. Хĕллехи ăмăртусен сезонĕ вĕçленмен, апла пулсан Даринăн çитĕнĕвĕсем çинчен малашне те илтĕпĕр.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Йĕлтĕрпе чупса тата  ухăпа персе палăрнисем
Йĕлтĕрпе чупса тата  ухăпа персе палăрнисем
Йĕлтĕрпе чупса тата  ухăпа персе палăрнисем
Йĕлтĕрпе чупса тата ухăпа персе палăрнисем
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: