Урал сасси
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Спорт
12 Октябрӗн 2023, 12:40

Спорта юратакансене

Ермеккей район центрĕнче Республика кунĕ умĕн «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» проект шайĕнче туса лартнă нумай функциллĕ спорт лапамне чаплă лару-тăрура уçнă.

Спорта юратакансене
Спорта юратакансене

Проектăн хакĕ 6 миллион тенкĕпе танлашнă. Спорт площадкине паянхи куна тивĕçтерекен хайлавлă сий витнĕ. Активлă тата сывлăхлă пурнăç йĕркине кăмăллакансем каçхи вăхăтра та спорт хăнăхăвĕсене пурнăçлаччăр тесе çутăпа тивĕçтернĕ.

Хĕл кунĕсенче лапам хоккей вылямалли курупкана çаврăнĕ. Çулла вара мини-футбол, баскетбол уйĕсем тата икĕ волейбол лапамĕ ĕçлĕç. Çав вăхăтрах пĕр харăс волейболпа баскетбол енĕсемпе ăмăртусем йĕркелеме май пур.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: