Урал сасси
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
19 Октябрӗн 2023, 17:05

Владимир Путин 2024 çулта Ĕпхÿ хули 450 çул тултарни çинчен тĕнчери çĕршывсене каласа панă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин паян Пермь хулинче иртекен XI «Раççей  - спорт патшалăхĕ» («Россия – спортивная держава» ) Пĕтĕм тĕнчери форума уçнă май Раççейри регионсене тата ют çĕршыв представителĕсене Ĕпхÿ хули 450 çул тултарнă çĕре çитсе курма йыхравланă. Асăннă мероприяти 2024 çулта иртмелле. Çĕршыв пуçлăхĕ форума хутшăнакансене çитес çул Пушкăртстанăн тĕп хули «Раççей – спорт патшалăхĕ» форума йĕркелени çинчен асăрхаттарнă, çавăнпа та Ĕпхÿ хăнасене хапăл туса кĕтни çинче пĕлтернĕ.

Владимир Путин 2024 çулта Ĕпхÿ хули 450 çул тултарни çинчен тĕнчери çĕршывсене каласа панă
Владимир Путин 2024 çулта Ĕпхÿ хули 450 çул тултарни çинчен тĕнчери çĕршывсене каласа панă

«Çитес çул «Раççей – спорт патшалăхĕ» форум иртет. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ăна пирĕн пысăк çĕршывăн тĕрлĕ хулисенче йĕркелеççĕ. Хальхинче Пушкăртстан Республикин тĕп хули – Ĕпхÿ – пулать. 2024 çулта хула хăйĕн 450 çулхи юбилейне паллă тăвать. Форума килнĕ хăнасем уяв мероприятийĕсене хутшăнĕç, Раççейри тепĕр хăйне евĕр те интереслĕ регионăн историйĕпе, культурипе тата еткерлĕхĕпе паллашĕç», - форума хутшăнакансене чĕнсе каланă Владимир Путин.

Аса илтеретпĕр, паян Пермьре «Раççей – спорт патшалăхĕ» Пĕтĕм тĕнчери вун пĕрмĕш форум ĕçле пуçланă. Вăл октябрь уйăхĕн 19-22-мĕшĕсенче иртет. Форума уçнă çĕре Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров, республикăн вице-премьерĕ Ирек Сагитов тата регионти спорт министрĕ Руслан Хабибов килсе çитнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: