Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
24 Октябрӗн 2023, 09:29

Республика «Раççей – спорт патшалăхĕ» форума хатĕрленĕ

2024 çулта Ĕпхÿ хулинче «Раççей – спорт патшалăхĕ» ХII Тĕнчери форум иртет.

Республика «Раççей – спорт патшалăхĕ» форума хатĕрленĕ
Республика «Раççей – спорт патшалăхĕ» форума хатĕрленĕ

Пушкăртстан спорт министрĕ Руслан Хабибов правительствăри оперативлă канашлура асăннă мероприяти çĕршывăн, республикăн спорт пĕрлĕхĕнче пĕлтерĕшлĕ пулнине, мĕншĕн тесен вăл регион тĕп хулин 450  çулхи юбилейне халалланă.

Иртнĕ эрнере «Раççей – спорт патшалăхĕ» Пермь хулинче ХI Тĕнчери форум иртнĕ. Пĕтĕм тĕнчери делегатсем умĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин сăмах туса каланă. Патшалăх пуçлăхĕ ытти çĕршывсен спортсменĕсене Ĕпхÿре иртекен форума хутшăнма йыхравланă.

- Кашни çул «Раççей – спорт патшалăхĕ» форум пирĕн çĕршывăн тĕрлĕ хулисенче иртет. Çитес çул вăл Пушкăртстанăн тĕп хулинче Ĕпхÿре иртĕ. 2024 çулта Ĕпхÿ хули хăйĕн 450 çулхи юбилейне ирттерĕ. Форум хăнисен уяв мероприятийĕсене хутшăнма, пуян та тĕрлĕ енлĕ регион культурипе, еткерĕпе паллашма май пулĕ, - тенĕ Владимир Путин.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: