Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
21 Кӑрлач , 15:35

Антон Бабиков масс-стартра финиша пĕрремĕш килсе çитнĕ

Паян, январь уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Удмурт Республикин тĕп хухинче, Ижевскра, Раççейĕн тата Белорусин чи лайăх биатлонисчĕсем Раççей Кубокĕн тăваттăмĕш тапхăрĕн тата «Ижевск винтовкин» наградисене çĕнсе илессишĕн ăмăртнă.

Антон Бабиков масс-стартра финиша пĕрремĕш килсе çитнĕ
Антон Бабиков масс-стартра финиша пĕрремĕш килсе çитнĕ

Арçынсен хушшинче Пушкăртстан спортсменĕ Антон Бабиков  мега-масс-стартра 15 çухрăма чупса пĕрремĕш пулнă. Вăл финиша хăйĕн аллинчи республика ялавĕпе чупса çитнĕ.

Кĕмĕл медале Беларуси биатлонисчĕ Дмирий Лазовский çĕнсе илнĕ. Виççĕмĕш вырăна Тюмень облаçĕн спортсменĕ Александр Логинов тухнă.

Пĕр кун маларах, январĕн 20-мĕшĕнче, Антон Бабиков спринтра иккĕмĕш пулнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Антон Бабиков масс-стартра финиша пĕрремĕш килсе çитнĕ
Антон Бабиков масс-стартра финиша пĕрремĕш килсе çитнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: