Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
31 Кӑрлач , 10:05

Олимпиадăри Раççей командин ылтăнне Америкăна парĕç

Камила Валиевана дисквалификациленĕ хыççăн 2022 çулхи Олимпиадăн турнирĕнче çĕнсе илнĕ Раççей командин ылтăнне Америка  фигурисчĕсене парĕç. Çакăн çинчен АПШ Олимпиада комитетĕнче пĕлтернĕ.

Олимпиадăри Раççей командин ылтăнне Америкăна парĕç
Олимпиадăри Раççей командин ылтăнне Америкăна парĕç

Çак информацие Тĕнчери олимпиада комитетĕнче те çирĕплетнĕ.

 Америка команди Пекинра 65 балл пухса иккĕмĕш вырăн йышăннă. Раççейĕн  74 балл пулнă, вĕсенчен 20-шне Камила çĕнсе илнĕ. Виççĕмĕш вырăна 63 балл пухнă Япони тухнă.

Раççей фигурисчĕсен ушкăнне Камила Валиевасăр пуçне Марк Кондратюк, Виктория Синицина, Никита Кацалапов, Анастасия Мишина тата Александр Галлямов кĕнĕ.

Çак кунсенче Камила Валиевана допинг-проба майлă хурав кăтартнă хыççăн 4 çула ăмăртусенчен дисквалификациленĕ. Срока 2021 çулхи декабрь уйăхĕнчен шутлама пуçланă. Çакă спортсменка ăмăртусене 2026 çултан çеç хутшăнма пултарнине пĕлтерет.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: