Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
6 Нарӑсӑн , 10:30

Семеновсен çемйи мала тухрĕ

Январь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Мияки районенчи Миякитамакри вăтам шкулта чаплă лару-тăрура Çемье çулталăкне уçрĕç. Мероприяти Раççей тата Пушкăртстан гимнĕсене итленинчен пуçланчĕ.

Семеновсен çемйи мала тухрĕ
Семеновсен çемйи мала тухрĕ

Ун хыççăн Мияки район администрацийĕн пуçлăхĕн укçа-тенкĕ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ С.М. Мухамадишина тата Тимеш ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Х. Никитина салам сăмахĕсемпе тухса калаçрĕç. Мероприятие Кекен (Сергеевсемпе Семеновсем), Старые Болгазы (Султанбековсем), Миякитамак (Ахметзяновсемпе Шаяхметовсем) ялĕсенчи çамрăк çемьесене йыхравланăччĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин хушшинче ăмăртса кам хăвăртрах, çаврăнăçулăрах, вăйлăрах пулнине кăтартса пачĕç.
Йĕркелÿçĕсем командăсене кăсăк, хăш чух çăмăл мар, конкурссем сĕнчĕç. Вĕсенче çемьесем хăйсен спорт хăнăхăвĕсене, çаврăнăçулăхне, ăсталăхне тата туслăхне туллин кăтартса пачĕç. Спортпа çемье уявĕ пĕрре сывласа иличчен тенĕ пек иртсе кайрĕ. «Хаваслă старта» физкультура вĕрентекенĕ Г.Р. Зарипова йĕркелерĕ.
Музыка тăхтавĕсен вăхăтĕнче пулăшу ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Куракансем кекенсен «Туслăх» фольклор ансамблĕн юрри-ташшине, Султанбековсен ташă номерне, Светлана Ахмадиева илемлĕн вуланă сăвва, Дарья Семенован ташшине хапăл туса йышăнчĕç.
Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Семеновсен çемйи - пĕрремĕш, Султанбековсемпе Сергеевсен иккĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Ахметзяновсемпе Шаяхметовсем виççĕмĕш парнеллĕ вырăна пайларĕç.
Мероприятисем флешмобпа, фотосессипе тата командăсем илсе килнĕ кучченеçсемпе чей ĕçнипе вĕçленчĕ.
«Хаваслă старта» хутшăнакансене, мероприятие йĕркелекенсене тата С.М. Мухамадишинаран, Р.Х. Никитинаран, Г.М. Магадееваран тăракан хисеплĕ жюри членĕсене пурне те чунтан тав тăватпăр.
Мероприяти спонсорĕсем «Нива» СПКпа «Маяк» ООО пулчĕç. Вĕсен ертÿçисене Александр Петровпа Тимур Латыпова сывлăхлă пурнăç йĕркине пропагандăлас, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тав тăватпăр.
Зоя ШУРКОВА, Кекенри культура çурчĕн ертÿçи.
Мияки районĕ.

Семеновсен çемйи мала тухрĕ
Семеновсен çемйи мала тухрĕ
Семеновсен çемйи мала тухрĕ
Семеновсен çемйи мала тухрĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: