Урал сасси
+14 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Спорт
21 Нарӑсӑн , 09:10

Пушкăртсем броза медале белоруссене пама йышăннă

Кăçалхи февраль уйăхĕн 9-18-мĕшĕсенче Раççейре спортăн хĕллехи тĕсĕсемпе Спартакиада иртнĕ.

Пушкăртсем броза медале  белоруссене пама йышăннă
Пушкăртсем броза медале белоруссене пама йышăннă

Ăна Челябинск, Свердловск, Тюмень облаçĕсенче, Красноярскпа Краснодар крайĕсенче йĕркеленĕ. Пурĕ спортсменсем 16 дисциплинăра 108 комплект медаль выляса илме пултарнă.
Спартакиадăра Пушкăртстан спортсменĕсем те çитĕнÿсем тунине палăртма кăмăллă. Спартакиадăн юлашки кунĕнче биатлон эстафетинче пирĕн республика команди тăваттăмĕш вырăна тухнă, Беларусь Республики вара виççĕмĕш пулнă. Ăмăрту правилипе бронза медале пирĕн команда илмелле пулнă (ăмăрту Раççей шайĕнче пулнине тĕпе хурса), анчах та вĕсем белоруссене пама йышăну тунă.
«Пушкăртстан биатлонисчĕсемпе мăнаçланатпăр. Эдуард Латыпов, Антон Бабиков, Илья Бурлаков, Александр Бабчин сире çак чăн-чăн арçынла тунă утăмшăн пысăк тав. Тăванла çĕршывсен çапла пулмалла та», – тесе çырнă Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн социаллă сечĕсенчи постра.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: