Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
21 Нарӑсӑн , 13:05

Шахмат турнирĕнче çивĕч ăс-тăнлисем çĕнтернĕ

Ĕнер, февраль уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халаласа Ĕпхуре республикăри Халăхсен туслăх çуртĕнче регионти чăваш организацийĕсен хушшинче шахматла выляссипе уçă турнир иртнĕ.

Шахмат турнирĕнче çивĕч ăс-тăнлисем çĕнтернĕ
Шахмат турнирĕнче çивĕч ăс-тăнлисем çĕнтернĕ

Хĕрÿ ăмăртура Ĕпхÿ хулинчи чăваш культура автономипе ПР чăваш культура обществин пĕрлештернĕ çивĕч ăс-тăнлă команди çĕнтернĕ. Унăн йышĕнче пĕртăван  Юрийпе Леонид Михайловсем тата Лев Хайтман пулнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура автономийĕ  тата регионти чăвашсен Канашĕ пайланă. Çĕнтерÿçĕсене Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ Эльмира Саматова парнесем парса чысланă.

Шахмат турнирне Ĕпхÿ хулинчи ЧНКА ертÿçи Владимир Иванов пуçарнипе тата спонсорла пулăшу панипе йĕркеленĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: