Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
9 Мартӑн , 11:15

Семен Елистратов Раççей Кубокĕшĕн пыракан ăмăртура çĕнтернĕ

Ĕпхÿре пурăнакан Семен Елистратов конькипе чупассипе Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăртура мала тухнă. Çакăн çинчен Пушкăртстанăн спорт министрĕ Руслан Хабибов пĕлтернĕ. Ĕпхÿ спортсменĕ 1500 метрлă дистанцире çĕнтернĕ.

Семен Елистратов Раççей Кубокĕшĕн пыракан ăмăртура çĕнтернĕ
Семен Елистратов Раççей Кубокĕшĕн пыракан ăмăртура çĕнтернĕ

«Хамăрăн килти ăмăртăва лайăх кăтартусемпе пуçлатпăр. Семена тата унăн тренерне Андрей Максимова саламлатăп. Малалла та çаплах тытса пымалла пултăр», - тесе çырнă Руслан Хабибов хăйĕн телеграм-каналĕнче.

Аса илтеретпĕр, ĕнер, март уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Ĕпхÿ хулинче Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн конькипе чупассипе (шорт-трек дисциплини) ăмăрту пуçланнă. Кунта Раççейри чи вăйлă спортсменсем хутшăнаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: