Урал сасси
+14 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Спорт
10 Мартӑн , 13:15

Шланлăри волейбол турнирĕ хĕрсене пухрĕ

Ĕнер, март уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Авăркасă районӗнчи Шланлăри вӑтам шкулта волейбол вӑййипе хӗрсем хушшинче йăлана кĕнĕ турнир иртрӗ.

Шланлăри волейбол турнирĕ хĕрсене пухрĕ
Шланлăри волейбол турнирĕ хĕрсене пухрĕ

 Шкул директорӗ А.М. Алексеев çирĕплетнĕ тăрăх, асăннă ăмăрту хăçан иртесси пирки тахҫанах ыйтма пуҫланă иккен, чылайăшсем канăçа çухатнă. Палăртнă кун 8 команда пуҫтарӑнчӗҫ: Авăркасă районӗнчи Шланлӑри, Наумьелти, Меселпуçĕнчи, Çĕньялти, Толбазăри (кунтан икĕ команда пулчĕ) шкулсен, Ҫтерлӗри педагогика колледжĕнчи, Ҫтерлӗ районӗнчи Константиноградовкăри командăсем.

Ӑмӑрту салам сӑмахӗсенчен пуҫланчӗ. Спортсменсене Пĕтĕм тĕнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламласа тата  кĕрешÿре ăнăçу сунса шкул директорӗ А. М. Алексеев, районти вĕрентÿ пайĕн ертӳҫи Р. А. Гилязетдинов, Семен ял  хутлăх администрацин пуҫлӑхӗ М.Ш. Фаткуллин,  Толбазăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн  директорĕ А. Х. Юлдашев  сăмах каларӗҫ. "Калинка" хӗрачасен ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи - Л. Ф. Федорова) ташӑ парнелерӗҫ. Ăмăрту  питӗ интереслӗ те кăмăллă иртрӗ, хӗрсем пысăк хавхаланупа  вылярӗҫ,  куракансем алӑ ҫупса тата тӑпӑртатса хавхалантарса тӑчӗҫ. 

Турнир пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Толбазăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн пĕрремĕш команди ăмăрту кубокне çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене район центрĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ иккĕмĕш ушкăнĕ тата Çĕньялти шкул пайларĕç.

Йăлана кĕнĕ спорт мероприятийĕн спонсорӗ А. Л. Иванов тӳлевсӗр вĕри апат хатĕрленĕ, кубок, медальсемпе грамотӑсем йӗркеленӗ. Парнесемпе ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ (ертӳҫи - А. Х. Юлдашев) тивĕçтернĕ .

Иртнӗ уяв-ăмăртушăн  пурне те тав тӑватпӑр. Малашне те ҫак ырӑ йӑла пурнӑҫа кӗрсе пырасса шанса тăратпăр.

Людмила МАРКИНА, Пушкӑртстанри  чӑвашсен пӗрлешӗвӗ ятӗнчен.

Шланлăри волейбол турнирĕ хĕрсене пухрĕ
Шланлăри волейбол турнирĕ хĕрсене пухрĕ
Шланлăри волейбол турнирĕ хĕрсене пухрĕ
Шланлăри волейбол турнирĕ хĕрсене пухрĕ
Шланлăри волейбол турнирĕ хĕрсене пухрĕ
Шланлăри волейбол турнирĕ хĕрсене пухрĕ
Шланлăри волейбол турнирĕ хĕрсене пухрĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: