Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
14 Мартӑн , 09:25

Пушкăртстан спортсменĕ çăмăл атлетика енĕпе Гран-при çĕнсе илнĕ

Тунисра паралимпиец спортсменсем хушшинче çăмăл атлетика енĕпе Гран-при çĕнсе илессипе тĕнче тапхăрĕ вĕçленнĕ.

Пушкăртстан спортсменĕ çăмăл атлетика енĕпе Гран-при çĕнсе илнĕ
Пушкăртстан спортсменĕ çăмăл атлетика енĕпе Гран-при çĕнсе илнĕ

Ăмăртăва 42 çĕршывран 353 спортсмен килсе çитнĕ. Пуçласа 2,5 çул хушшинче унта Раççей спортсменĕсем те хутшăнма пултарнă. Çĕршывăн хутăш командин йышне Пушкăртстан представителĕ  Анна Кулинич-Сорокина кĕнĕ. Наци тĕлĕшĕнчен хутăш йышра Анна икĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Çак савăнăçлă хыпара республикăн спорт министрĕ Руслан Хабибов пĕлтернĕ.

«Спортсмена тата унăн тренерне Петр Захарович Буйлова лайăх кăтартупа саламлатăп!», - тесе çырнă министр.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: