Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
18 Мартӑн , 17:25

Йĕлтĕрпе чупăшмалли марафона 700 çын хутшăннă

Март уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи «Биатлон» спорт комплексĕнче 39-мĕш йĕлтĕр марафонĕ иртнĕ.

Йĕлтĕрпе чупăшмалли марафона 700 çын хутшăннă
Йĕлтĕрпе чупăшмалли марафона 700 çын хутшăннă

Ăмăртăва 700 ытла спортсменпа йĕлтĕрпе çÿреме юратакан хутшăннă. Вĕсенчен 190-шĕ марафон дистанцин стартне тухнă. Ăмăртакансем ирĕклĕ стильпе дистанцие хăйсем суйласа илме пултарнă, вăл 5 çухрăмран 50 çухрăма çити пулнă. Чи çамрăк спортсменсемшĕн хушă 50 м, 100 м, 400 м тата 1 çухрăмпа танлашнă. Асăннă марафона Ермеккей районĕнчен Тимур Абунаевпа Дарина Федорова та хутшăннă. Дарина 5 çухрăма 15 минут та 17 çеккунтра чупса тухнă, хăйĕн ÿсĕмĕнче 2 вырăн йышăннă.  Тимур Абунаев малтисен йышне лекмесен те лайăх кăтартусемпе савăнтарнă, иккĕмĕш теçеткене лекнĕ. Марафона ачасене Николай Федоров тренер хатĕрленĕ. Пур ăмăртакансене те финишра медаль, вĕри апат, асăнмалăх  тата хаклă парнесем кĕтнĕ.

Асăннă мероприяти «Спорт – пурнăç норми» федераллă проект, «Демографи» наци проекчĕн витĕмĕпе BATYR ушкăн, ПР Биатлонпа йĕлтĕр ăмăртăвĕсен федерацийĕ, Ĕпхÿ хула администрацийĕ пулăшнипе иртнĕ.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Демография

Йĕлтĕрпе чупăшмалли марафона 700 çын хутшăннă
Йĕлтĕрпе чупăшмалли марафона 700 çын хутшăннă
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: