Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
16 Апрелӗн , 12:43

Мияки районĕнче «Альтаир» ту йĕлтĕр спорчĕн курорчĕ пулĕ

Иртнĕ çул Мияки районĕнче «Альтаир»  ту йĕлтĕр спорчĕн курортне хăпартма  пуçланă.

Мияки районĕнче «Альтаир» ту йĕлтĕр спорчĕн курорчĕ пулĕ
Мияки районĕнче «Альтаир» ту йĕлтĕр спорчĕн курорчĕ пулĕ

Республикăн хĕвел анăç енче ту йĕлтĕр спорчĕн пысăк центрне тăвасси пирки 2022 çулхи январь уйăхĕнче «Инвестсехет» вăхăтĕнче каланă. Руслан Акчурин инвестор курорта 2026 çулта туса пĕтересси çинчен Радий Хабирова пĕлтернĕ.

Çĕнĕ проекта хывнă инвестицисен калăпăшĕ 140 млн тенкĕпе танлашнă. Строительствăн пĕрремĕш тапхăрне пурнăçлама 55,4 млн тенкĕ уйăрĕç. Курортра 35 ĕç вырăнĕ уçăлĕ.

  Центр территорийĕнче ту йĕлтĕр, тюбинг, тата мотоцикл трассисем пулĕç. Çавăн пекех хăна çурчĕсен комплексĕсем, мунчасем, снаряжени прокачĕ, медицина пункчĕ, банкет залĕ тума палăртаççĕ.

Пулас комплекс çулталăк тăршшĕпех çемьепе канма, сывлăха çирĕплетме, республикăри шалти туризма аталантарма май парĕ.

 Паянхи кун республикăра 14 ту йĕлтĕр спорчĕн центрĕ ĕçлет. Кашни центртах кăткăслăхĕпе тата вăрăмăшĕпе уйрăлса тăракан 75 трасса пур.  Çавсенчен 19-шне федераллă турист объекчĕсен шутне кĕртнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: