Урал сасси
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
22 Апрелӗн , 10:30

Пушкăртстанри акробатсем Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ

Республикăри акробатсен ушкăнĕ Раççей шайĕнче иртнĕ ăмăртура кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ, çĕршывăн пĕрлештернĕ командин йышне кĕме тивĕç пулнă. Çакăн çинчен регионти спорт министрĕ Руслан Хабибов пĕлтернĕ.

Пушкăртстанри акробатсем Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ
Пушкăртстанри акробатсем Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ

Спорт акробатики енĕпе йĕркеленĕ турнир Свердловск облаçĕнче иртнĕ. Республика чысне Октябрьски хулинчи Алана Зиннатуллинапа Роман Гилев хÿтĕленĕ. Вĕсем многоборьере иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çакă Пушкăртстан спортсменĕсене Раççей командине кĕме çул уçса панă.

Аланăпа Романа спортăн çак енĕпе çитĕнÿсем тума Олеся Муллагалиева, Владислав  Куприянов, Феруза Валеева тата Сабина Валиуллина  тренерсем  пулăшаççĕ.

Маларах Пушкăртстан спортсменĕ Айдар Минибаев Раççĕй шайĕнчи ăмăртура  куç курман спортсменсем хушшинче шывра ишессипе 5 ылтăн медаль çĕнсе илнĕччĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

 

Пушкăртстанри акробатсем Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ
Пушкăртстанри акробатсем Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: