Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
3 Майӑн , 15:35

Радий Хабиров шантарнă хоккей курупкине илсе килнĕ

Баймак районĕнчи Кивĕ Сибай ялĕнче çитес вăхăтра хоккей курупки пулĕ. Çакăн пирки «Баймак хыпарçи» хаçат пĕлтернĕ.

Радий Хабиров шантарнă хоккей курупкине илсе килнĕ
Радий Хабиров шантарнă хоккей курупкине илсе килнĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Баймак районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май асăннă ялăн вĕрентекенĕсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕсем республика ертÿçинчен хоккей курупки ыйтнă. Радий Хабиров Спорт министерствине çак ыйтăва татса пама хушу панă.

Хоккей курупкине Нефтекамск хулинчен илсе килнĕ. Шăпах кунта «Торос» «Салават Юлаев» хоккей клубĕн фарм-клубĕ никĕсленнĕ. Спорт хатĕрне прицеплă виçĕ «КамАЗпа» илсе çитернĕ.

2023 çулта Кивĕ Сибай ялĕнче 375 ача вырнаçмалăх шкул уçăлнă. Ăна «Вĕренÿ» наци проекчĕн витĕмĕпе хăпартнă. Вĕрентÿ учрежденийĕн территорийĕнче хускалмалли вăйăсем валли виçĕ лапам йĕркеленĕ, кану валли – иккĕ. Физкультурăпа спорт зонинче икĕ баскетбол, волейбол тата çăмăл атлетика лапамĕсем, футбол уйĕ пур. 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: