Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
17 Майӑн , 15:40

Ĕпхÿри Аслă шкулсем хушшинчи кампусра ĔНТУн «СПАРКС» спорта программăламалли тата киберспорт центрĕ пулĕ

2024 çулхи май уйăхĕн 20-мĕшĕ Пушкăртстан Республикишĕн спорта программăлас тата киберспорта аталантарас енĕпе пĕлтерĕшлĕ кун пулса тăрĕ. Шăпах çак кун Аслă шкулсен хушшинчи кампусра Ĕпхÿри наука тата технологисен университетĕнче (ĔНТУ) «СПАРКС» спорта программăламалли тата киберспорт центрне уçĕç.

Ĕпхÿри Аслă шкулсем хушшинчи кампусра ĔНТУн «СПАРКС» спорта программăламалли тата киберспорт центрĕ пулĕ
Ĕпхÿри Аслă шкулсем хушшинчи кампусра ĔНТУн «СПАРКС» спорта программăламалли тата киберспорт центрĕ пулĕ

Центрта Ĕпхÿ университечĕн çак подразделенийĕсем вырнаçĕç: Çамрăксен политикин управленийĕн цифра спорчĕн аталану пайĕ тата Спорта программăламалли зона (унăн ĕçне Информатика, математика, робототехника институчĕ тата Спорта программăламалли федерацин регионти уйрăмĕ йĕркелет).

Çавăн пекех Центр никĕсĕ çинче киберспорт сферинчи тата унпа сыхăннă профессисен хушма вĕрентÿ программисене пурнăçа кĕртĕç.

https://pravitelstvorb.ru/news/23906/

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: