Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
23 Июлӗн , 12:35

«Ял тренерĕ» программа вăй илсех пырать

Пушкăртстанра çамрăк спорт тренерĕсем, ялсенче тата пысăк мар хуласенче пулас чемпионсене çитĕнтерекенсем, пĕр хутчен 1 миллион тенкĕ илме пултараççĕ. Çакăн валли ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн пуçарăвĕпе 2020 çулта «Ял тренерĕ» программа йĕркеленĕ.

«Ял тренерĕ» программа вăй илсех пырать
«Ял тренерĕ» программа вăй илсех пырать

Çакăн йышши проекта Пушкăртстан Раççейре пĕрремĕш пулса хута янă. Халĕ вăл чи лайăххисенчен пĕри шутланать. Паянхи кун «Ял тренерĕ» çĕршывăн 25 регионĕнче сарăлнă. Тÿлевпе çурт-йĕр тата çĕр лаптăкĕ, машина туянма, ипотека кредитне тата вĕрентÿшĕн тÿлесе татма пулать. Тĕп услови – специалист ял тăрăхĕнче 5 çултан кая мар ĕçлемелле.

Иртнĕ çулхине Агидельпе Кумертау, Абзелилпа Балтач, Пелепейпе Белорецк, Пишпÿлекпе Ишимбай, Куюргазăпа Туймазă, Ĕпхÿпе Янаул районĕсенчи 55 наставнике 25 спорт тĕсĕ тăрăх компенсаци панă. Тăватă çул хушшинче 176 тренер 134,8 млн тенкĕ илнĕ. Нумай пулмасть республикăра «Хула тренерĕ» программа вăй илнĕ. Асăннă программа 100 пин ытла çын пурăнакан хуласенче (Ĕпхÿпе Çтерлĕ, Салаватпа Нефтекамск тата Октябрьски) ĕçлĕ.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: