Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
13 Октябрӗн , 11:35

Пушкăртстан Пуçлăхне спорта аталантармалли президент Канашне кĕртнĕ

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн Пушкăртстан Пуçлăхне Радий Хабирова физкультурăпа спорта аталантармалли РФ президенчĕ çумĕнчи Канашăн йышне кĕртнĕ. Указ октябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче пичетленсе тухнă, официаллă право акчĕсен порталĕнче кун çути курнă.

Пушкăртстан Пуçлăхне спорта аталантармалли президент Канашне кĕртнĕ
Пушкăртстан Пуçлăхне спорта аталантармалли президент Канашне кĕртнĕ

Радий Хабировсăр пуçне Канаш йышĕнче тата темиçе регион ертÿçисене курма пулĕ. Вĕсен шутĕнче – Мускавпа Челябинск облаçĕсен губернаторĕсем Андрей Воробьевпа Алексей Текслер тата ыттисем.

Маларах эпир Ĕпхÿ хулинче октябрь уйăхĕн 17-19-мĕшĕсенче «Раççей – спорт патшалăхĕ» XII Пĕтĕм тĕнчери форум иртесси çинчен пĕлтернĕччĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: