Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
31 Октябрӗн , 14:30

Тренерсене халалласа палăк уçнă

Октябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Тренер кунне, Белорецкра хулари тата районти тренерсене халалласа палăк уçнă. Район администрацин пуçлăхĕ Андрей Иванюта пĕлтернĕ тăрăх, асăннă скульптура Белорецкри спорт наставникĕсене хисепленин палли пулса тăрать.

Тренерсене халалласа палăк уçнă
Тренерсене халалласа палăк уçнă

Палăка ырă кăмăллă çынсем – усламçăсемпе спортсменсем, промышленноçра тата район администрацинче ĕçлекенсем – пулăшнипе тунă, вырнаçтарнă.

 - Пирĕн районта виçĕ ача-пăча спорт шкулĕ ĕçлет: Олимп резервĕсене хатĕрлекен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, Спорт кĕрешĕвĕн шкулĕ, Сăрт-ту йĕлтĕрĕ тата сноуборд спорчĕн шкулĕ. Асăннă шкулсенчен тухнă паллă тренерсене асăнса та пĕтереймĕн. Вĕсенчен кашнийĕ историре тарăн йĕр хăварнă. Çав шутра Олимп вăйисен, Тĕнче тата Европа чемпионĕсем пурришĕн мăнаçланатпăр.

Çулсерен спортпа туслă пулма кăмăл тăвакан ачасен шучĕ ÿсни савăнтарать. Хисеплĕ тренерсем, çакă сирĕн тивĕçĕр. Спорт ветеранĕсем умĕнче пуç таятпăр. Çирĕп сывлăх, малалла ĕçлеме иксĕлми хавхалану тата çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр, - тенĕ Андрей Иванюта.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: