Пур хыпар та
Спорт
2 Декабрӗн 2024, 16:10

Çамрăк гимнастка пилĕк ылтăн медаль çĕнсе илнĕ

Калуга облаçĕнчи Обнинск хулинче иртекен Пĕтĕм Раççейри ăмăртура Пушкăртстанри çамрăк гимнастка пĕр харăс пилĕк ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Çтерлĕ хулинчи Олимп резервĕн спорт шкулĕн воспитанницин Полина Дмитриеван çĕнтерĕвĕ çинчен республикăри Спорт министерстви пĕлтернĕ.

Çамрăк гимнастка пилĕк ылтăн медаль çĕнсе илнĕ
Çамрăк гимнастка пилĕк ылтăн медаль çĕнсе илнĕ

Полина Калуга облаçĕнчи Обнинск губернаторĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртнă. Турнира Раççейри 250 вăйлă гимнастка, çавăн пекех Беларусипе Монголирен спортсменсем хутшăннă.

Полина хутăш ăмăрту (многоборье) тата ирĕклĕ упражненисем енĕпе, пĕрене, кашта çинче хăнăхусем тăвассипе, сикессипе мала тухнă.

 Полина Дмитриеван тренерĕ -  Елена Кайгулова.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: