Пур хыпар та
Спорт
12 Кӑрлач , 09:45

Пушкăртстан спортсменĕ биатлон чупассипе Раççей Кубокне çĕнсе илнĕ

Ĕнер, январь уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Пушкăртстан биатлонисчĕ Эдуард Латыпов Рязань хулинче Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртăвăн Альфа-Банк тапхăрĕнче мала тухнă. Çакăн çинчен Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров социаллă сетьсенче пĕлтернĕ. Эдуард 7,5 çухрăмлă дистанцине 20 минут та 3 секундра чупса иртнĕ.

Пушкăртстан спортсменĕ биатлон чупассипе Раççей Кубокне çĕнсе илнĕ
Пушкăртстан спортсменĕ биатлон чупассипе Раççей Кубокне çĕнсе илнĕ

«Маларах (январĕн 10-мĕшĕнче) пирĕн ентеш Антон Бабиков 10 çухрăма спринтер чупса бронза медале тивĕçнĕччĕ. Çаксем пурте пушкăрт спортсменĕсем çĕнĕ çулта тунă пĕрремĕш çĕнтерÿсем пулса тăраççĕ. Каччăсене тата вĕсен тренерĕсене саламлатăп, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатăп», - тесе çырнă Радий Хабиров.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: