Пур хыпар та
Спорт
9 Нарӑсӑн , 10:55

Çĕнтерÿçĕсен пьедесталĕ çинче чăвашсем те пур

Ĕнер, февраль уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Ҫтерлӗ хулинчи «Сывлăх» паркĕнче, «Содовик» стадион хыçĕнче,  йӑлана кӗнӗ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2025» («Лыжня  России -2025") ăмăрту  43-мĕш хут иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем Аслӑ Ҫӗнтерӗве 80 ҫул çитнине, Тăван çĕршыв хӳтӗлевҫин тата Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вӗсен ҫемйисене пулăшшмалли  ҫулталăкĕсене халалланă .

Çĕнтерÿçĕсен пьедесталĕ çинче чăвашсем те пур
Çĕнтерÿçĕсен пьедесталĕ çинче чăвашсем те пур

 "Раҫҫей йӗлтӗр йĕрĕ" – йӗлтӗрпе чупасси Пӗтӗм Раҫҫейри чи пысăк та массаллă спорт мероприятийĕ шутланать. Кашни çулах вăл сывлăх уявне çаврăнать. Унта тĕрлĕ ÿсемрисем спортăн çак тĕсне юратакансем те, профессионалсем те хутшӑнаҫҫӗ.
Кăçалхи ăмăртăва 1357 ҫын (шкул ачисемпе студентсем, предприятисемпе организацисен ĕçченĕсем, ветерансем, СВО салтакĕсемпе вĕсен çемйисен пайташĕсем) хутшӑннӑ. Кунта çтерлĕсем кăна мар, çывăхри районсенчен килнисем те тĕрлĕ дистанцире (0,6 çухрăмран пуçласа 3 çухрăма çити) вăй виçме пултарнă.
Аургазӑ тӑрӑхӗнчи Шланлӑ ялӗнчен килнĕ Виссарион Игнатьев тата Галина Алексеева  хăйсен ÿсĕмĕсем хушшинче иккĕмӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене саламлатпӑр. Маттурсем!
Людмила  МАРКИНА.

Çтерлĕ хули.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: