Ăмăртусем Абзелил районĕнчи «Металлург-Магнитогорск» сăрт-ту центрĕнче иртнĕ. Çак спорт объекчĕ паянхи кун ыйтакан условисем пуррипе тата йывăр та ансат мар йĕлтĕр çулĕ пулнипе палăрса тăрать. Çавăнпа та кунта кĕрешÿ питĕ хĕрÿ пынине асăнса хăвармалла.
Паян Спартакиадăра сăрт-ту спорчĕ енĕпе ăмăртусем малалла тăсăлаççĕ. Çавăн пекех спортăн ытти тĕсĕсемпе финалсем тата тата çурма финалсем иртеççĕ: керлинг, футзал (минифутбол), шахмат тата хоккей.
Хăлха илтменнисен спорт Спардакиадинче Пушкăртстанăн пĕрлештернĕ команди хăйĕн медаль пухмачне çĕнĕ наградăсем хушма май пуррине шанать. Ентешсем вара вĕсенчен çĕнĕ çитĕнÿçем кĕтеççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.