Пур хыпар та
Спорт
14 Нарӑсӑн , 09:35

Студент, спортсмен тата илемлĕ пике

Ишимбай хулинче илтменнисен хĕллехи Спартакиади малалла тăсăлать.

Студент, спортсмен тата илемлĕ пике
Студент, спортсмен тата илемлĕ пике

Марина Белоблоцкая - Красноярск крайĕнчи керлинг енĕпе кĕрешекен пĕрлештернĕ командăн капитанĕ.

- Керлинг енĕпе эпĕ улттăмĕш çул кăсăкланатăп, кăмăлтан тренировкăсене çÿретĕп, ăмăртусене хутшăнатăп. Унсăрăн пурăнма пултараймастăп. Мана çак вăйăра шухăламалли самантсем пулни питĕ килĕшет - стратегипе тактикăна уйласа тупмалла. Очкосем пуçтарма уйрăмах кăмăллă, анчах та çитĕнÿсем тума вăй та, тĕл тивертме те пĕлмелле. Тата шайлашу (равновесие) тени пулмалла, - тет Марина Анатольевна.

Пушкăртстана, Ишмбая вăл пуçласа килнĕ. Республика ăна кунта пурăнакансен  тараватлăхĕпе, çут çанталăк илемĕпе илĕртнĕ. Марина физкультура аслă шкулĕнче пиллĕкмĕш курсра вĕренет, профессиллĕ керлинг енĕпе ăмăртусене хутшăннисĕр пуçне волейболла выляма кăмăллать. Вал тренер пулма ĕмĕтленет. Çывăх вăхăтра вара илтменнисен хĕллехи Спартакиадинче мала тухма тĕллев лартнă.

- Эпир кунта хамăрăн ăсталăха кăтартма килнĕ, çавăнпа та мĕн тума пултарнине çирĕплетмелле. Паллах, ăмăртура çĕнтерессе шанатпăр, - хавхалануллă кăмăлпа пĕлтерет Марина Белоблоцкая.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: