+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Самбо енĕпе Раççей шайĕнчи çамрăксен ăмăртăвĕ Пенза хулинче иртет. Пĕтĕмĕшле унта çĕршывĕпе 550 спортсмен хутшăнать, вĕсенчен мала тухнисем Раççей чысне тĕнче шайĕнче пĕрлештернĕ командăпа хÿтĕлĕç.
Аса илтеретпĕр, 2024 çулта Алия Мухаметьянова Ларнака хулинче (Кипр) йĕркеленĕ тĕнче чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çамрăк спортсмен Ĕпхÿри Николай Гастелло ячĕллĕ спорт шкулĕнче тренировкăсем иртет. Унăн тренерĕсем Станислав тата Елена Орловсем шутланаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.