Пур хыпар та
Спорт
4 Мартӑн , 15:07

Мартăн 8-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче хĕрарăмсен чупăшăвĕ иртет

Ĕпхÿ хулинче пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче «Lady RUN 8 марта» чупăшу иртесси пирки Ĕпхÿ хулин администрацийĕ пĕлтерет.

Мартăн 8-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче хĕрарăмсен чупăшăвĕ иртет
Мартăн 8-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче хĕрарăмсен чупăшăвĕ иртет

Уяв чупăшăвĕ «Хаваслă эмоцисемшĕн чупар!» («Бежим ради ярких эмоций!») девизпа Кашкадан паркĕнче иртĕ. Ăмăртăва хутшăнакансем 5,5 çухрăм чупĕç. Тăватă çултан пуçласа аслăрах ачасем валли уйрăм дистанци пулĕ. Çавăн пекех уявра пылак апат-çимĕçпе чей ĕçме, парнесене вылянтарнă çĕре хутшăнма, илемлĕ фотозонăра сăн ÿкерчĕк ÿкме май пулĕ.

Аслисен чупăшăвĕ 11 сехетре, ачасен 11.30 сехетре пуçланать. Ăмăртăва хутшăнас тесен регистраци иртмелле. Чупăшу çинчен социаллă сетьсенче пĕлме пулать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: