+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Республикăри спорт министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, асăннă мероприяти вырăнти фермер хурт-хăмăрçă Николай Хрипунов пуçарнипе 20 çул ытла йĕркеленет.
Юлашкинчен иртнĕ шахмат турнирĕнче Пушкăртстан Республикинчен тата Эрĕнпур облаçĕнчи Тюльган районĕнчен 6 район спортсменĕ хутшăннă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çĕнтерÿçе Николай Хрипунов хăй хуçалăхĕнчен пĕр фляга пыл парать.
Николай Хрипунов фермер районăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнать: ыр кăмăллăх ĕçне пурнăçлать, спорт ăмăртăвĕсене йĕркелеме пулăшать. Çулсерен иртекен «Пыллă шахмат турнирĕ» çинчен республика тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ.